Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Талат Текин

Талат Текин — чӗлхе тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ (1965), профессор. 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Турцири Кепсе (тур. Gebze) хулинче ҫуралнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

1951 ҫулта Ӑстампулти университетран вӗренсе тухса аслӑ пӗлӳ илнӗ. Нумай университетра студентсене пӗлӳ панӑ — Анкарари Хаджеттепе тата Билкент университечӗсенче, Блумингтонри тата Калифорни университечӗсенче. 1997 ҫултанпа Ӑстампулти Йетитепе университетӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Талат Текин алтай чӗлхисен пӗрлӗхӗн теорине тӗпе тураканни пулнӑ, чӑвашсен аслашшӗсем пӑлхарсем пулнине ҫирӗплетсе каланӑ. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсем: «Танай пӑлхарӗсем тата вӗсен чӗлхисем» (1987), «Атӑлҫи Пӑлхар палӑкӗсем тата атӑлҫи пӑлхарсен чӗлхи» (1988), «Хунсен чӗлхи» (1993), «Япун чӗлхи тата алтай чӗлхисем» (1993), «Тӗрӗк чӗлхисенчи малти вӑрӑм уҫӑ сасӑсем» (1995), «Тӗрӗк чӗлхисем» (Мехмет Елмезпа пӗрле, 1999; 2003), «Орхон ҫырӑвӗсем» (1988, 1995, 2006, 2008) тата ыттисем.

Талат Текин сӑвӑ та ҫырнӑ, поэзи пуххи уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухнӑ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Чӗлхе тӗпчевҫисем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-11-30 23:23:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3495 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем